Вархуш Эншей (чӑн ячӗ Арсентьев Варфоломей Арсентьевич) — чӑваш сӑвӑҫи. 1920 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Еншик Чуллӑра ҫуралнӑ. 1941 ҫулта вӑрҫӑра пуҫне хунӑ.
Ҫӗрпӳ педагогика училищинче вӗреннӗ. Кайран шкулта ачасене вӗрентнӗ.
Пурӑннӑ вӑхӑтра кӗнеке кӑларайман. Вархуш Эншей ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнӑ май 2005 ҫулта районта поэт-фронтовикӑн сӑввисене пухса «Чечекленчӗ ман ҫӗр-шывӑм» кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ. Ӑна вулакансем патне ҫитерес тӗлӗшпе Николай Ершов (Янгер) сӑвӑҫ пысӑк тӳпе хывнӑ.